Ҫутҫанталӑк пушарӗсен, ҫавӑн пекех халӑх пурӑнакан вырӑнсенчи пушар хӑрушлӑхне чакарма, иртнӗ ҫулсене тишкернине тата майри пулас уявсене шута илсе, Пушкӑртстанра апрелĕн 27-мӗшӗнчен пуҫласа республика территорийӗнче пушарсене хирӗҫ уйрӑм режим тепĕр распоряжениччен тума сӗннӗ ПР МЧС ертӳҫи Марат Латыпов.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, пушара хирӗҫле уйрӑм режим тунӑ тапхӑрта пушар хӑрушсӑрлӑхӗн хушма требованийӗсене палӑртаҫҫӗ, ҫав шутра кӑвайт чӗртме, ялхуҫалӑхсене типӗ курӑксем чӗртме чарма, граждансене вӑрмана ҫӳреме чарма, вӑрман тата ытти ландшафт (ҫутҫанталӑк) пушарӗсене хирĕç мерӑсем йышӑнма палӑртаҫҫӗ.
"Ҫакӑнпа пӗрлех пушара хирӗҫле режим условийӗсенче пушар хӑрушсӑрлӑхӗн требованийӗсене пӑснӑшӑн граждансемпе юридика сăпачĕсен яваплӑхӗ ӳссе пырать", - тесе палӑртнӑ ЦУРти оперативлӑ канашлура Марат Латыпов.
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров ҫак сӗнӗве ырланӑ.
Аса илтеретпӗр, пушара хирӗҫле уйрӑм режим условийӗсенче пушар хӑрушсӑрлӑхӗн требованийӗсене пӑснӑшӑн ҫакнашкал штрафсем пӑхса хӑварнӑ:
граждансене 10 пинрен пуҫласа 20 пин тенкӗ таран;
должноҫри çынсене - 30 пинрен пуҫласа 60 пин тенкӗ таран;
предприниматель ӗҫне юридика сӑпачĕсĕр пурнӑҫлакан ҫынсене - 60 пинрен пуҫласа 80 пин тенкӗ таран;
юридика сӑпачĕсене - 400 пинрен пуҫласа 800 пин тенкӗ таран.
Сăнÿкерчĕкĕ: Ксения Калинина.