Çутă çул
-2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
30 Апрелӗн , 09:59

Пушарнӑй вӑл - чун хушни!

68-мĕш пушарпа ҫӑлав чаҫӗн хуралӗн начальникӗ Александр Семенов палӑртнӑ задачӑна ӑнӑҫлӑ пурнӑҫласси лайӑх командӑран килнине шанать.

Пушарнӑй вӑл - чун хушни!
Пушарнӑй вӑл - чун хушни!

68-мĕш пушарпа ҫӑлав чаҫӗн хуралӗн начальникӗ Александр Семенов палӑртнӑ задачӑна ӑнӑҫлӑ пурнӑҫласси лайӑх командӑран килнине шанать.
Апрелӗн 30-мӗшӗнче пушар хуралӗн ӗҫченӗсем хӑйсен професси уявне паллӑ тӑваҫҫӗ. Пушарнӑй профессийӗ — чӑн-чӑн арҫынсемшӗн чи хӑрушӑ ӗҫ. Пушарпа ҫӑлав отрячӗн 68-мӗш пайӗнче Раҫҫей МЧСĕн Республикăри Пишпÿлек районӗнчи Пушарпа ҫӑлав отрячӗн 16-мĕш пушар отрядне Александр Витальевич Семенов 31 ҫул каялла килнӗ. Сӑпайлӑ та нумай калаҫманскер, вӑл тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлеме хӑнӑхнӑ.
Ситекре ҫуралса ӳснӗ Александр шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Пелепей ял хуҫалӑх техникумӗнче электромеханика вӗренсе тухнӑ. 1990-1992 ҫулсенче ҫарта малтан Украинӑра, унтан Кострома облаҫӗнче службӑра тӑнӑ. 1993 ҫулхи апрелӗн 24-мӗшӗнче пушар чаҫне ӗҫе вырнаҫнӑ та, тӳррипе каласан, килĕшнĕ профессине суйласа илнӗ. Пушар сӳнтерме пуҫланӑ, унтан отделени командирӗ, юлашки пилӗк ҫул — хурал начальникӗ пулса ӗҫленӗ. Ӑна ултӑ ҫын пӑхӑнса тӑрать. График тӑрӑх хурал район территорине пушарсенчен сыхлас енӗпе дежурствӑра тӑрать. Александр Витальевич хӑйӗн коллективӗн лайӑх ӗҫне тивӗҫтерет. Служба кунӗсенче хурала та, унӑн начальникне те ӗҫе чунтан парӑнса ӗҫленине тӗрӗслеҫҫӗ.
— Пирӗн пӗрлешӳллӗ коллектив, пурте пӗр-пӗрне лайӑх пӗлетпӗр. Нумайӑшӗпе пӗрле вунӑ ҫул ҫеҫ мар ӗҫлетпӗр, - каласа парать Александр Семенов. — Ҫӗнӗрен килнисем пур. Хамӑрăн опытпа ҫамрӑксене паллаштаратпӑр, вӗсенчен темскер илетпӗр.
Черетлӗ дежурствӑна кӗнӗ чухне Александр Витальевич хӑйне килте ҫемье кӗтнине пӗлет. Александрпа Залифа Семеновсен ҫирӗп мӑшӑрлӑ союзне 31 ҫул. Ермекей районӗнчи ҫамрӑк хӗр, Ситекри тӗп шкула физкультура учителӗ пулса, направленипе килнӗскер, Александр чӗрине ӗмӗрлӗхех кӗрсе вырнаҫнӑ. Мӑшӑрсен виҫӗ ача. Аслӑ хӗрӗ ҫемйипе Уфара пурӑнать. Иккӗмӗш хӗрӗ Самарăри медицина институтӗнче вӗренет. Владислав ывӑлӗ Пишпÿлекри 3-мĕш вӑтам шкулӑн 9-мĕш класӗнче вӗренекен ача. Залифа Рафаэловна та çавăнтах ӗҫлет. Нумаях пулмасть Александр Витальевичпа Залифа Рафаэловна кукамайпа кукаçей пулса тӑнă. Вӗсемшӗн мăнукпа кашни тӗлпулу - савӑнӑҫпа телей.
Ҫемье пуҫлӑхӗн юратнӑ киленĕвĕсем, служба ӗҫӗсенчен пӑрӑнма май паракан ӗҫсем, пулӑ тытасси тата сунара ҫӳресси пулса тӑраҫҫӗ. Ҫитменнине тата Александр Витальевичӑн хӑйӗн утар пур, ҫак чӑкăлтăшлӑ ӗҫре сезон тăршшĕнче ӗҫ ҫителӗклӗ.
Александр Семенов пушарник ĕçне хӑй суйласа илнӗшӗн пӗрре те ӳкӗнменни ҫинчен каласа парать. Лартнӑ задачӑна ӑнӑҫлӑн пурнӑҫласси командӑран килет тесе шутлать вӑл.
— Хам профессие юрататӑп, вӑл темле кӑткӑс пулсан та, — вӗҫлет Александр Витальевич.
Ирина ФОМИНА.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Ирина Фомина.

 

Пушарнӑй вӑл - чун хушни!
Пушарнӑй вӑл - чун хушни!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: