Апрелӗн 30-мӗшӗ - Раҫҫей пушар хуралӗн кунӗ.
Шкул ҫулне ҫитмен ачасене пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене вӗрентни пирӗн вӑхӑтра питӗ пӗлтерӗшлӗ. Вутпа асӑрхануллӑ тыткаланма хӑнӑхтармалла: ашшӗ-амӑшӗ те, педагогсем те.
"Дюймовочка" ача сачĕн "Пчелки" (Йăлпăлакри филиалĕ) тӗрлӗ ӳсӗмри ушкăнта ҫак темӑн çивĕчлĕхне ӑнланса пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе комплекслă мероприятисем ирттернӗ. Хăвна мӗнле тытмалли тата пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисем тӑрӑх кĕтес йӗркеленĕ. "Пушар вăхăтĕнче хӑвна мӗнле тытмалли правилăсем", " Вут-çулăм - тус-и е тӑшман-и?" заняти-калаçусем ирттернĕ; С.Я. Маршакăн "Паллӑ мар герой ҫинчен каласа пани", "Кушак ҫучĕ", Б. Житковăн "Пушар" художествӑлла произведенисене вуласси йĕркеленĕ; тупмалли юмахсен тупсӑмĕсене тупасси, плакатсене тишкересси, творчествӑлла калавсем тӑвасси, "Огнетушитель" пластилинографи тӑвасси, ҫавӑн пекех ачасем эвакуаци планӗпе, пушара сӳнтермелли хатӗрсемпе, ача садӗнче, эвакуаци ҫулӗпе палӑртнӑ пушар сигнализацийӗпе паллашнӑ. Пӗтӗмлетÿ мероприятийĕ пушар хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе викторина пулнă, унта "Картинка пух", "Ыйтусем - хуравсем", "Тимлӗ пул", "Выльӑх-чĕрлĕхсене çӑласси", "Пушара сӳнтернӗ чухне кирлӗ япаласене суйласа ил" конкурссем ирттернĕ.
Мероприятисем савӑнӑҫлӑ та вӗрентӳллӗ иртнĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: "Дюймовочка" ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.