Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
28 Майӑн , 11:45

Ача садĕнче çул-йĕр правилисене аса илнĕ

Ҫуллахи каникул умӗн "Дюймовочка" ача сачĕн «Пчелки» (Йăлпăлакри филиал) тӗрлӗ ҫулхи ушкӑнăн педагогӗачасене ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑх правилисем ҫинчен пӗлнине ҫирӗплетме шутланă.

Ача садĕнче çул-йĕр правилисене аса илнĕ
Ача садĕнче çул-йĕр правилисене аса илнĕ

Пирӗн ачасен пурнӑҫӗпе сывлӑхӗ кашни атте-анне пурнӑҫӗнче чи хакли. Эпир, ҫитӗннисем, кулленхи пурнӑҫ ҫаврӑмӗнче пӗчӗк ҫынна мӗн чухлӗ кӗтмен хӑрушлӑх сыхласа тӑнине манатпӑр.

Ҫуллахи каникул умӗн "Дюймовочка" ача сачĕн «Пчелки» (Йăлпăлакри филиал) тӗрлӗ ҫулхи ушкӑнăн педагогӗачасене ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑх правилисем ҫинчен пӗлнине ҫирӗплетме шутланă: хӗрачасемпе ("Светофор" команда) арҫын ачасем ("Образцовый пешеход" команда) хушшинче "Хаваслӑ жезл" КВН ирттернӗ. Ачасене тӗрлӗ йывӑр лару-тӑру сӗннӗ, вӗсене халех татса памалла пулнă. Командӑсем тӗрлӗ заданисене пурнӑҫланӑ: "Çуран ҫын хӑйне мӗнле тытмалли правилӑсем", "Чи лайӑх ҫуран ҫын", "Ҫул паллисене пух", "Шухӑшласа пӑх – тупсăмне туп". "Светофор çутисем" вӑйӑ вылянă.

Заданисене пурнӑҫланӑ тата вӑййа вылянӑ чухне ачасем ҫул-йӗр правилисене аса илнĕ те ҫул урлӑ каҫнӑ чухне урамра хӑйсене хӑрушсӑр тыткалама хӑнӑхнă.

Пурне те сывлӑх тата хӑрушсӑр ҫул сунатпӑр!

#КВНВеселыйЖезл

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: "Дюймовочка" ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.

 

https://vk.com/club210640610

 

 

 

 

Ача садĕнче çул-йĕр правилисене аса илнĕ
Ача садĕнче çул-йĕр правилисене аса илнĕ
Ача садĕнче çул-йĕр правилисене аса илнĕ
Ача садĕнче çул-йĕр правилисене аса илнĕ
Ача садĕнче çул-йĕр правилисене аса илнĕ
Ача садĕнче çул-йĕр правилисене аса илнĕ
Ача садĕнче çул-йĕр правилисене аса илнĕ
Ача садĕнче çул-йĕр правилисене аса илнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: