Çутă çул
+24 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
16 Июнӗн , 10:15

Пишпÿлек районӗнчи Ирӗклӗ пушар командисен смотрӗ иртнӗ

Йăлпăлактамакра Пишпÿлек районӗнчи Ирӗклӗ пушар командисен смотрӗ иртнӗ.

Пишпÿлек районӗнчи Ирӗклӗ пушар командисен смотрӗ иртнӗ
Пишпÿлек районӗнчи Ирӗклӗ пушар командисен смотрӗ иртнӗ
Йăлпăлактамакра Пишпÿлек районӗнчи Ирӗклӗ пушар командисен смотрӗ иртнӗ. Конкурса 10 команда хутшӑннӑ. Хӑйсен професси хӑнӑхӑвӗсенче пӗр-пӗринпе ӑмӑртса вӗсем чи лайӑххисене палӑртнӑ. Ҫапла ӗнтӗ, конкурс результачӗсем тӑрӑх пӗрремӗш вырӑна Кăркан ял совечӗн Ирӗклӗ пушар команди илнĕ, Йăлпăлактамак ял совечӗн Ирĕклĕ пушар команди иккӗмӗш вырӑнта, виҫҫӗмӗш вырӑн Çирĕклĕ ял совечӗн Ирӗклĕ пушар командине лекнӗ. Пур призерсем те дипломсемпе парнесене тивӗҫнӗ. Палӑртса хӑварар, Çирĕклĕ ял совечӗн Ирĕклĕ пушар командин членне  Регина Ильмурзинана, пирӗн районти Ирĕклĕ пушар командин пӗртен-пӗр хӗрарӑмне ятарлӑ награда панӑ.
 
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
 
 

 

Пишпÿлек районӗнчи Ирӗклӗ пушар командисен смотрӗ иртнӗ
Пишпÿлек районӗнчи Ирӗклӗ пушар командисен смотрӗ иртнӗ
Пишпÿлек районӗнчи Ирӗклӗ пушар командисен смотрӗ иртнӗ
Пишпÿлек районӗнчи Ирӗклӗ пушар командисен смотрӗ иртнӗ
Пишпÿлек районӗнчи Ирӗклӗ пушар командисен смотрӗ иртнӗ
Пишпÿлек районӗнчи Ирӗклӗ пушар командисен смотрӗ иртнӗ
Пишпÿлек районӗнчи Ирӗклӗ пушар командисен смотрӗ иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: