Ачасем ҫуллахи ӑшӑ кунсене чӑтӑмсӑр кӗтеҫҫӗ, анчах ҫав вӑхӑтра вӗсене пысӑк хӑрушлӑх сыхласа тӑрать. Ӑна шӑрӑх ҫанталӑк, пушӑ вӑхӑт нумай тата, паллах, ашшӗ-амӑшӗ тӗрӗслевӗ ҫукки пулӑшать.
Ҫуллахи шӑрӑх кунсенче ҫынсем пушӑ вӑхӑта шыв хӗрринче ирттерме кӑмӑллаҫҫӗ.
Анчах шыв-шурсем хӑрушлӑха ӳстермелли вырӑн пулнине яланах асра тытмалла.
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта Пишпÿлекри 68-мӗш пушарпа ҫӑлав пайӗн начальникӗ И.Б. Маликов кӳлӗсем, юханшывсем тата ытти шывсем ҫинче мӗнле тытмалли правилӑсем ҫинчен профилактика калаҫăвĕ ирттернӗ.
Калаçу вĕçĕнче вăл ачасене тематика памяткисем панă.
#Бижбуляк2школа
#НавигаторыДетстваРБ
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.