Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
7 Августӑн , 11:26

Раҫҫей Цифра министерстви кибермошенниксемпе кӗрешме пӗрлӗхлӗ платформа туса хурӗ

РФ Цифра аталанӑвӗн министерстви Раҫҫее интернетри усал шухӑшлӑ ҫынсенчен тата телефон аферисчӗсенчен хӳтӗлес тесе ведомствӑсене пӗр информаци площадкине пӗрлештерме палӑртнӑ.

Электронлӑ платформа ӗҫӗнче, федераци министерствисемпе ведомствисемсӗр пуҫне, Центробанк, ытти финанс организацийӗсене, право сыхлав органӗсемпе ҫыхӑну операторӗсене ӗҫе кӗртӗҫ.

Асӑннӑ цифра площадкине тӑвас пуҫаруҫӑсен шучӗпе ҫӗнӗлӗх кибермошенниксемпе, фишингпа тата пулӑшу ӗҫӗсене ҫыхлантаракансенчен пулӑшĕ. Ҫавӑн пекех ведомствӑсем пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлемелли процессене автоматизацилемелле. Ҫав шутра граждансен персональнӑй даннӑйӗсем юхмасса мониторинг ирттермелле. Онлайн мошенниксемпе кӗрешес ӗҫре те пысӑк мерӑсем йышӑнмалла.

Раҫҫей Цифра министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, платформа тӑвас ӗҫӗн пӗрремӗш тапхӑрне 2026 ҫул вӗҫнелле вӗҫлеме палӑртнӑ.

Сăнӳкерчӗкӗ: digital.gov.ru сайтран.

https://resbash.ru/news/pravo/2024-08-06/mintsifry-rossii-sozdast-edinuyu-platformu-dlya-borby-s-kiberprestupnostyu-3874587

Раҫҫей Цифра министерстви кибермошенниксемпе кӗрешме пӗрлӗхлӗ платформа туса хурӗ
Раҫҫей Цифра министерстви кибермошенниксемпе кӗрешме пӗрлӗхлӗ платформа туса хурӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: