Çутă çул
-9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
13 Декабрӗн 2024, 11:56

Сыхă пулнине нимĕн те çитмест

Пушар тухнинче ытларах чухне эпир хамăрах айăплă теме пулать.

Сыхă пулнине нимĕн те çитмест
Сыхă пулнине нимĕн те çитмест

Пушар тухнинче ытларах чухне эпир хамăрах айăплă теме пулать.
Яланхи пекех, пушарсен тĕп сăлтавĕсем çаксем:
- электричество приборĕсене вырнаçтарнă тата вĕсемпе усă курнă чух хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни;
- мунчасенче кăмака вырнаçтарнă тата вĕсемпе усă курнă чух пушар хăрушсăрлăх правилисене пăсни;
- вут-çулăмпа асăрханусăр пулни.
- газ приборĕсемпе усă курмалли правилăсене пăхăнманни.
Эппин, ытларах чухне кил хуçисен асăрханусăрлăхĕ, тимсĕрлĕхĕ, пушар правилисем çине алă сулни инкек патне çитерет. Урăхла каласан, эпир хамăрах айăплă теме пулать.
Электросетьпе тата электроприборсемпе усă курнă чух сиенленнĕ изоляциллĕ электропралуксемпе тата шнурсемпе, электросетьсене хỹтĕлеме харпăр хăй тунă предохранительсемпе усă курма, çавăн пекех пысăк хăватлă темиçе электроприбора харăсах электросете чикме юрамасть.
Пирĕн хăрушсăрлăх — пирĕн алăра!
ПР ГО МЧС пресс-служби.

Сыхă пулнине нимĕн те çитмест
Сыхă пулнине нимĕн те çитмест
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: