Çутă çул
-9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
18 Декабрӗн 2024, 12:34

Пушкӑрт Республикинче пушара хирĕç уйрӑм режим йӗркеленет

2024 ҫулхи декабрӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа 2025 ҫулхи январĕн 9-мӗшӗччен Пушкӑрт Республикин территорийӗнче пушара хирĕç уйрӑм режим вăя кĕрет.

Пушкӑрт Республикинче пушара хирĕç уйрӑм режим йӗркеленет
Пушкӑрт Республикинче пушара хирĕç уйрӑм режим йӗркеленет

2024 ҫулхи декабрӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа 2025 ҫулхи январĕн 9-мӗшӗччен Пушкӑрт Республикин территорийӗнче пушара хирĕç уйрӑм режим вăя кĕрет. Тивӗҫлӗ распоряжение ПР право информацийӗн официаллӑ интернет-порталӗнче пичетлесе кӑларнӑ.

Ӗҫе кӗртнӗ режим шайӗнче профилактика мерисен комплексне пурнӑҫлӗҫ.

Тӗслӗхрен, культурӑпа массӑллӑ мероприятисем ирттерме пушар хӑрушсӑрлӑхӗн требованийӗсене пӑсакан, ҫынсен пурнӑҫӗпе сывлӑхне хӑрушсӑрлатакан объектсенче, ҫав шутра уҫӑ вутпа (факел, ҫурта), фейерверксемпе тата ытти вутлă эффектсемпе усӑ курма юрамасть.

Ҫынсем массӑллӑ пуханакан объектсенче пушарсене хирӗҫ плансăр инструктажсем тата пушарсемпе чрезвычайлӑ лару-тӑру сиксе тухсан эвакуацилес тӗлӗшпе тренировкăсем иртеҫҫӗ.

Ҫӗнӗ ҫул уявӗсемпе ача-пӑча уявӗсем иртекен пур объектсенче те яваплӑ должноҫри ҫынсен дежурствисене организацилеҫҫӗ.

Пушара хирӗҫле режим тапхӑрӗнче 1-3-мĕш класлă хăрушсăр пиротехника изделийӗсемпе усӑ курма, фейерверксене хута яма ятарлӑ площадкӑсенче çеç юрать.

Сӑнӳкерчӗкĕ: mari-el.gov.ru

 

https://www.bashinform.ru/news/social/2024-12-17/s-27-dekabrya-po-9-yanvarya-v-bashkirii-vvoditsya-osobyy-protivopozharnyy-rezhim-4056917

 

 

Пушкӑрт Республикинче пушара хирĕç уйрӑм режим йӗркеленет
Пушкӑрт Республикинче пушара хирĕç уйрӑм режим йӗркеленет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: