Граждансем пушар хӑрушсӑрлӑхӗн требованийӗсене хисеплеменни пысăк инкексем патне илсе ҫитерет. Ҫав вӑхӑтрах табак туртни тата эрех-сӑра ӗҫни пушар тухассине тата йывӑр ӗҫсем пуҫланассине ӳстерет.
Эрехпе иртӗхни, асӑрханмасӑр хӑтланни пушарсем патне илсе ҫитерет!
Пишпÿлек районӗнчи хисеплӗ ҫынсем!
Сыхӑ пулӑр, хӑвӑра та, таврари ҫынсене те вилӗм хӑрушлӑхӗ умне ан тӑратӑр, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн ансат мерисене пӑхӑнӑр:
- вырӑн ҫинче выртнӑ чухне нихҫан та табак ан туртăр;
- сигарета сӳнтерме ан манӑр, ӑна пепельницӑра ҫеҫ сӳнтерӗр, пирус тӗпӗпе шӑрпӑкне урайне ан пӑрахӑр;
- урӑ мар çынна кил-ҫуртра пĕччен ан хӑварӑр;
- ҫуннине курсан, тӳрех пушар хуралне "112" телефонпа шӑнкӑравлӑр;
- ҫунакан пӳлӗмрен епле пулсан та хӑвӑртрах тухса кайӑр, хӑвӑр хыҫҫӑн алӑксемпе чӳречесене хупӑр, унсӑрӑн уҫӑ сывлӑш юхӑмӗнчен пушар тата хӑвӑртрах ҫунма пуҫлать;
- ҫурт тӗтӗмпе хуралнӑ пулсан, урайнелле пӗшкӗнсе, алӑк патнелле кайӑр — унта тӗтӗм сахалтарах. Май килнӗ таран сӑмсапа ҫӑвара йӗпе çитсапа хуплӑр.
Астӑвӑр, ҫак ансат правилӑсене пӑхӑннинчен сирӗн сывлӑхӑрпа ҫывӑх ҫыннӑрсен пурнӑҫӗ килет.