МЧС представителӗсем ачасене пушар тухнӑ хушăра хӑйсене мӗнле тытмалли вунă ансат правилӑна астуса юлма сӗнеҫҫӗ. Ҫӑлавҫӑсем ҫапла шутлаҫҫӗ: пушар вӑхӑтӗнче ачасен хӑйсене мӗнле тытмаллине пӗлсен лару-тӑрӑва адекватлӑ хаклама тата тӗрӗс ӗҫсем тума пулать.
1. Аслисене пӗлтермелле, 101 номерпе шӑнкӑравламалла, адреса каламалла.
2. Ашшӗ-амӑшӗ килте ҫук пулсан, унпа юнашар кӗҫӗн ачасем пулсан, вӗсене килтен илсе тухмалла.
3. Пушар пуҫланнӑ пӳлӗмрен тухса кайнӑ чух алӑка хупса хăвармалла.
4. Пӳлӗмсем тӗтӗмпе тулнă пулсан, алӑк патнелле упаленсе каймалла.
5. Шывпа йӗпеннӗ çитса витӗр сывламалла.
6. Хӑйсене ҫӑлас тесе кӑшкӑрнисене хирӗҫ хуравламалла.
7. Ҫулӑм алӑк патне пымалли ҫула пӳлнĕ пулсан, балкон ҫине тухмалла, чӳречене уҫмалла та пулӑшма чӗнмелле.
8. Тухма май пулмасан, ҫунакан япаласем айне пытанмалла мар, стенасем ҫумнерех тӑмалла.
9. Май пур пулсан, ваннӑна шыв тултармалла, сывлама трубка тупмалла, унпа пӗрле шыва выртмалла.
10. Тумтир ҫуннӑ хушăра тармалла мар, ӑна хӑвӑрт хывса сӳнтермелле. Хываймасан, вут ытла та вӑйлӑ сарӑлнă пулсан, пирпе (утиялпа, виткӗҫпе) чӗркенсе урайне ӳкмелле те, ҫулӑма сӳнтерес тесе, ҫаврӑнма пуҫламалла.
МЧС