Массӑллӑ аварире, ӳсӗр полици сотрудникӗпе пӗрле, Стерлитамакра пурӑнакан ҫын вилнӗ. "Башинформа" ПР МВД пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, январӗн 11-мӗшӗнче хулара виҫӗ ҫӑмӑл автомобиль хутшӑннипе ДТП пулса иртнӗ. Аварире суранланнине пула пӗри вырӑнтах вилнӗ, тепӗр водителе госпитализациленӗ.
"Пулса иртнӗ ӗҫ вырӑнне полици сотрудникӗсем килнĕ. Виҫҫӗмӗш машинăн рулĕ умӗнче Раҫҫей МВД Управленийӗн Стерлитамакра ӗҫлекен сотрудник пулнӑ. Медосвидетельство кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, вăл ӳсӗр пулни палӑрнӑ. Сотрудник тӗлӗшпе служба тӗрӗслевӗ ирттереҫҫӗ, унӑн результачӗсем тӑрӑх ӑна шалти ӗҫсен органӗсенчен кӑларӗҫ", - тесе пӗлтернӗ ведомствӑра.
ДТП факчӗ тӑрӑх РФ УК 264 ст. ("ҫул-йӗр юхӑмӗн тата транспорт хатӗрӗсене эксплуатацилемелли правилӑсене пӑсни") уголовлӑ ӗҫ хускатнӑ. Халӗ ДТПра айӑплине палӑртаҫҫӗ, ӑна саккунпа палӑртнӑ яваплӑха явӑҫтарӗҫ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Ксения Калинина.