Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
17 Кӑрлач , 11:16

Ача садĕнчи профилактика акцийӗ

Январӗн 15-мӗшӗнче - "Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн пӗрлехи кунӗ".

Ача садĕнчи профилактика акцийӗ
Ача садĕнчи профилактика акцийӗ

Январӗн 15-мӗшӗнче - "Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн пӗрлехи кунӗ".
Ҫавӑн пек кунӑн тӗллевӗ - ача-пӑча ҫул-йӗрпе транспорт травматизмне асӑрхаттарни, ачасен ҫул-йӗр юхӑмӗн правилисем тата ҫул паллисем ҫинчен калакан пĕлĕвне йӗркелени.
Пишпÿлекри "Улыбка" ача садĕнче хӑрушсӑрлӑх кунӗнче ҫак кун ачасемпе кашни ӳсӗмри ушкӑнра вӗренӳ циклне, калаҫусене, иллюстрацисене, кӗнекесене, альбомсене, урамсене, транспорт, иртсе ҫӳремелли чаҫсене ӳкерчӗксене пӑхса тухассине, хускануллă вӑйӑсене, "Ҫул-йӗр юхӑмӗн правилисем" тӑрӑх кӗтессене йӗркеленӗ.
Ача сачĕн воспитанникĕсем кӗнекесем-пӗчӗккисем тунă, ӳкерчӗксем ӳкернĕ, светофорсем тунă. Вӑйӑ формипе ҫул-йӗр правилисем ҫинчен пӗлнине ҫирӗплетнĕ. Ашшӗ-амӑшӗсем валли памяткăсемпе консультацисем хатӗрленӗ. Информаци кӗтесӗсенче ачасене ҫул-йӗр юхӑмӗн правилисене вӗрентмелли материал вырнаҫтарнӑ: "Çул çинчи хӑрушсӑрлӑх" буклет, "Ачасене автомобильпе турттармалли правилӑсем" памятка.
Ҫапла вара ача садӗнче Çул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн пӗр кунӗ тӗллевлӗ те тухӑҫлӑ иртнӗ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Улыбка" ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club218299771

 

Ача садĕнчи профилактика акцийӗ
Ача садĕнчи профилактика акцийӗ
Ача садĕнчи профилактика акцийӗ
Ача садĕнчи профилактика акцийӗ
Ача садĕнчи профилактика акцийӗ
Ача садĕнчи профилактика акцийӗ
Ача садĕнчи профилактика акцийӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: