Çутă çул
-12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
4 Нарӑсӑн 2025, 11:49

Стерлитамакра ӳсӗр водитель "Мерседесне" ҫухатнӑ та колоние кайнӑ

Стерлитамак хулин сучӗ вырӑнти çынна автомобиле ÿсĕр тытса пынӑшӑн айӑплӑ тесе йышӑннӑ.

Стерлитамакра ӳсӗр водитель "Мерседесне" ҫухатнӑ та колоние кайнӑ
Стерлитамакра ӳсӗр водитель "Мерседесне" ҫухатнӑ та колоние кайнӑ

Стерлитамак хулин сучӗ вырӑнти çынна автомобиле ÿсĕр тытса пынӑшӑн айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Арҫын ҫакӑн пек преступлени тунӑшӑн уголовнӑй йĕркепе явап тытас ӗҫе яваплӑ пулнӑ, анчах каллех руль умне ларнӑ.

Судра палӑртнӑ тӑрӑх, 2024 ҫулхи июньте кӑнтӑрла "Мерседес" рульне тытса пыракан арҫынна ДПС сотрудникӗсем чарнӑ. Тӗрӗсленӗ чухне унӑн эрех-сӑрапа ӳсӗрӗлнин паллисене тупса палӑртнӑ.

Иртнӗ судра пулнӑ пулин те, водитель, хӑйне те, ыттисене те хӑрушлӑха кӗртсе, каллех руль умне ÿсĕр ларнă. Судра вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннă.

Вара суд ӑна наказани панӑ — пĕр ҫул ирӗклӗхсӗр колони-поселенире пуранмалла тунă. Унсӑр пуҫне вӑл транспорт хатӗрӗсене тăватă ҫул та виçĕ уйӑх тăршшĕ тытса пыма пултараймасть, унӑн автомобильне патшалăх шутне конфискациленӗ.

https://mgazeta.com/news/novosti/2025-02-03/v-bashkirii-pyanyy-voditel-lishilsya-mersedesa-i-otpravilsya-v-koloniyu-4106370

 

 

Стерлитамакра ӳсӗр водитель "Мерседесне" ҫухатнӑ та колоние кайнӑ
Стерлитамакра ӳсӗр водитель "Мерседесне" ҫухатнӑ та колоние кайнӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас