Çутă çул
-13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
11 Нарӑсӑн , 10:19

Ирĕкре çÿрекен йытӑсене тытакан служба

Пишпÿлекре йытӑсем тытакан спецавтомобиль ӗҫлет. Д.В. Михайлов уйрӑм предприниматель бригади çапкаланса ҫӳрекен йытӑсене тытас тӗлӗшпе контракт выляса илнӗ, ҫулталӑк хушшинче Пишпÿлек район территорийӗнче хуçасăр йытӑсене тытӗ.

Ирĕкре çÿрекен йытӑсене тытакан служба
Ирĕкре çÿрекен йытӑсене тытакан служба

Пишпÿлекре йытӑсем тытакан спецавтомобиль ӗҫлет. Д.В. Михайлов уйрӑм предприниматель бригади çапкаланса ҫӳрекен йытӑсене тытас тӗлӗшпе контракт выляса илнӗ, ҫулталӑк хушшинче Пишпÿлек район территорийӗнче хуçасăр йытӑсене тытӗ. Пишпÿлек ялӗн урамĕсем тӑрӑх ҫӳренӗ чухне ирӗкре çÿрекен йытӑсене тытнӑ. Йытӑсене сиен кÿмен меслетпе тытаççĕ. Тытнă йытăсене спецприемнике ӑсатаҫҫӗ, унта вĕсем хăйсен вилӗмӗпе виличчен е хӑйсем пурӑнакан вырӑна каялла тавӑриччен, е ҫӗнӗ хуҫасене париччен пурăнаççĕ.

Приюта лекнĕ чӗрчунсене пурне те пӑхса тухаççĕ тата карантинра вунă кун тытаççĕ.

Карантинра усранӑ вӑхӑтра чӗрчунсен сывлӑх шайне палӑртаççĕ. Йытӑсем йывӑр чирлесе ӳкнине е сипленме пултарайманнине палăртсан чӗрчуна çывратса яраççĕ.

Карантин хыҫҫӑн сывлӑхлӑ чӗрчунсене урни чирĕнчен тата ытти чирсене хирӗҫ вакцинацилеҫҫӗ, унтан стерилизацилеҫҫӗ те пурӑнмалли вырӑна тавăраҫҫӗ.

Енчен те сирӗн килти питомец ирӗке кӑларнӑ вăхăтра çухалнă пулсан, каялла тавӑрас тесен заявлени ҫырмалла. Чĕрчунăн хуçисем пур паллисем пур пулсан, вӗсен хуҫисене выльӑх харпӑрлӑхӗн правине (йӑх-несĕл, ветеринари паспорчĕ, электронлӑ идентификаци, свидетель кӑтартӑвӗсем) ҫирӗплетекен документсем е ытти доказательствӑсем пулсан пурнӑҫлаҫҫӗ. Ҫын кирлӗ пек паллӑллӑ чӗрчун хуҫи Раҫҫей федерацийӗн гражданла Кодексӗн 232 статйин требованийӗсемпе килӗшӳллӗн тытнин тăкакĕсене, приюта леçнине, ветеринари пулӑшӑвӗ тата унта тытнин енӗпе тӑкаксене саплаштарать.

Диспетчерсем талӑкӗпех ӗҫлеҫҫӗ.

Кил-йĕрсĕр чӗрчунсем ҫинчен телефонпа диспетчерскине / WhatsApp 8 937 157 78 89 диспетчер ИП Михайлов Д.В./ шăнкăравлама пулать.

Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/officialbiz

 

 

 

Ирĕкре çÿрекен йытӑсене тытакан служба
Ирĕкре çÿрекен йытӑсене тытакан служба
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: