Ҫул-йӗр юхӑмӗн правилисене пӑсассинчен асăрхаттарас тата ачасен ҫул-йӗрпе транспорт травматизмӗ ан пултӑр тесе Аитри Фатих Карим ячӗллӗ вăтам шкулăн 1-мӗш класĕнче ҫул-йӗр юхӑмӗн правилисене халалланӑ класс сехечӗ иртнӗ.
Класс сехечӗн тӗллевӗ лайӑх пӗлекен ҫул-йӗр юхӑмӗн правилисене аса илсе ҫирӗплетесси пулнӑ. Çул ҫинче ҫурхи тапхӑрта хӑвна мӗнле тытмалли правилӑсене, ҫавӑн пекех ҫурхи ӑшӑ вӑхӑтра велосипедпа çÿремелли, хăвна мӗнле тыткаламалли правилисене уйрӑмах тимленĕ, ҫул-йӗр паллисене вӗреннӗ.
Ачасем калаҫӑва хастар хутшӑннă, вӗсене интереслентерекен ыйтусем панă, ыйтусене хуравланă.
#ПрофилактикаПДД
#БижбулякскийРайон
#ПДД#Дети
#Социальнаяактивность
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен "Вектор" центрĕн социаллă сетьри страницинчен.