Калинин ял Советĕнче шкулта çамрăксемпе ĕçлекен специалист А.Д. Зиганшина 11-мĕш класра вĕренекенсемпе "Çул-йӗр юхӑмӗн правилисемпе ҫул ҫинчи харпӑрлӑх правилисем" калаҫу ирттернӗ. Ачасене ҫул-йӗр юхӑмӗн правилисене вӗрентесси — шкул вӗренӗвӗн чи пӗлтерӗшлӗ тӗллевӗсенчен пӗри.
Хаклӑ ачасем!
-Çулăн иртен-ҫӳрен пайне ҫуран ҫул урлӑ каҫмаллисемпе, светофор пулсан — симӗс сигналпа ҫеç каҫӑр.
- Ҫул ҫине тухас умӗн яланах сулахаялла та сылтӑмалла пӑхӑр, пӗтӗм транспорт чарӑнса тӑнине, сана ирттерсе янине курса ӗненӗр;
- Иртен-ҫӳрен пайпа хӑвӑрт утса каҫăр, йӗри-тавра пӑхса. Ан пӑрӑн!
Талӑкӑн тӗттӗм вӑхӑтӗнче ҫутта кӑтартакан элементлӑ тумтирпе усӑ курăр.
Ҫул-йӗр правилисене тытӑр!
Ҫул ҫинче тимлӗрех пулӑр!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен «Вектор» центрăн социаллă сетьри страницинчен.