Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
11 Мартӑн , 11:41

Ача садӗнчи пушар хӑрушсӑрлӑхӗ: пурнӑҫпа сывлӑхшӑн тӑрӑшни

Пишпÿлекри "Умка" ача садӗнче ачасен хӑрушсӑрлӑхӗ тӗп тӗллев пулса тӑрать.

Ача садӗнчи пушар хӑрушсӑрлӑхӗ: пурнӑҫпа сывлӑхшӑн тӑрӑшни
Ача садӗнчи пушар хӑрушсӑрлӑхӗ: пурнӑҫпа сывлӑхшӑн тӑрӑшни

Пишпÿлекри "Умка" ача садӗнче ачасен хӑрушсӑрлӑхӗ тӗп тӗллев пулса тӑрать. Ҫак хӑрушсӑрлӑхӑн тӗп аспекчӗсенчен пӗри пушар хӑрушсӑрлӑхӗ. Пушар вӑл - кирек хӑш вӑхӑтра та пулма пултаракан хӑрушӑ инкек, ачасене кӗтмен лару-тӑрӑва хатӗрлесси аслисен тĕп тĕллевĕ пулса тăрать.
"Умка" ача садĕнче мӗн пӗчӗкренех воспитанниксене пушар хӑрушсӑрлӑхӗн тӗп правилисене вӗрентеççĕ. Ачасем пушар пулсан хӑйсене мӗнле тыткаламаллине ҫеҫ мар, вӑл сиксе тухасран сыхланмалли пысӑк мерӑсем йышӑнма та вӗренеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, вӗсем вутпа нихҫан та выляма юраманнине, электричество приборӗсемпе мӗнле тӗрӗс усӑ курмаллине тата аслисене кирек мӗнле сисчÿлентерекен шӑршӑ е сасӑ ҫинчен пӗлтерме кирлине пӗлеҫҫӗ.
Пушар хӑрушсӑрлӑхӗ вӑл - тимлӗ те яваплӑ тема. Хамӑр воспитанниксен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн тӑрӑшса, эпир вӗсен пурнӑҫӗпе сывлӑхне хӳтӗлетпӗр кӑна мар, вӗсенче яваплӑхпа тимлӗх туйӑмне ӳстеретпӗр. Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӗлни вӗсен пурнӑҫӗн пӗр пайӗ пултӑр!

Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлекри "Умка" ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public217412282

 

Ача садӗнчи пушар хӑрушсӑрлӑхӗ: пурнӑҫпа сывлӑхшӑн тӑрӑшни
Ача садӗнчи пушар хӑрушсӑрлӑхӗ: пурнӑҫпа сывлӑхшӑн тӑрӑшни
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: