Çутă çул
+22 °С
Ҫумӑр
Хăрушсăрлăх
7 Апрелӗн 2025, 07:01

"Улыбка" ача садĕнче "Тимлӗр, ачасем!» профилактика акцийӗ иртнĕ

Пишпÿлекри "Улыбка" ача садĕнче "Тимлӗр, ачасем!» профилактика акцийӗ иртнĕ.

"Улыбка" ача садĕнче "Тимлӗр, ачасем!»  профилактика акцийӗ иртнĕ"Улыбка" ача садĕнче "Тимлӗр, ачасем!»  профилактика акцийӗ иртнĕ
"Улыбка" ача садĕнче "Тимлӗр, ачасем!» профилактика акцийӗ иртнĕ

Пишпÿлекри "Улыбка" ача садĕнче "Тимлӗр, ачасем!» профилактика акцийӗ иртнĕ.
Ку темӑпа ӗҫ питӗ кирлӗ, мӗншӗн тесен вӑл пӗчӗккисен пурнӑҫне сыхласа хӑварма пулӑшать. Ҫавӑнпа педагогсем ҫул-йӗрпе транспорт инкекӗсене профилактикӑпа пысӑк ӗҫ тӑваҫҫӗ: пирӗн хамӑр ачасене ҫул урлӑ тӗрӗс каҫма, ҫул-йӗр правилисемпе паллаштарма вӗрентмелле.
Вӑйӑ формипе педагогсем ачасене ҫул-йӗр правилисемпе, светофорпа тата урам урлӑ каҫмалли ҫулпа паллаштарнă.
Пӗчӗккисем ҫуран çÿрекенсем тата автомобильсем пулнӑ. Ачасем ҫул ҫинчи светофорсемпе макетсене питӗ интересленсе пӑхнă.
Воспитательсем вӗсене ҫул урлӑ светофорăн симӗс ҫутти пулсан ҫеҫ каҫма юрани ҫинчен, машинӑсем пурте чарӑнсан тин каҫма май пурри ҫинчен каласа панă.
Ачасемпе "Эпӗ ача садне каятӑп" темӑпа калаҫусем ирттернӗ, ҫав темӑсенче вӗсем ҫул паллисемпе тата транспорт тӗсӗсемпе паллашнă.
Уҫӑлса ҫӳренӗ чух ачасем транспортсене сӑнанă. Асӑрхануллӑ пулма, машинӑсем патне ҫывӑха пыма юраманнине вӗреннĕ.
#деньзаднем
#безопасность
#УлыбкаБижбуляк
Сăнÿкерчекĕсем: Пишпÿлекри "Улыбка" ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club218299771

 

 

"Улыбка" ача садĕнче "Тимлӗр, ачасем!»  профилактика акцийӗ иртнĕ
"Улыбка" ача садĕнче "Тимлӗр, ачасем!»  профилактика акцийӗ иртнĕ
"Улыбка" ача садĕнче "Тимлӗр, ачасем!»  профилактика акцийӗ иртнĕ
"Улыбка" ача садĕнче "Тимлӗр, ачасем!» профилактика акцийӗ иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас