Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Хăрушсăрлăх
9 Апрелӗн 2025, 06:25

"Журавушка" ача садӗнче çурхи шыв вăхăтĕнчи хăрушсăрлăхсене аса илнĕ

Пишпÿлекри "Журавушка" ача садӗнче ҫуркунне юханшывра тата вӗсемпе юнашар, пӑр ҫинче хӑвна мӗнле тытмалли правилӑсене халалланӑ заняти иртнӗ.

"Журавушка" ача садӗнче çурхи шыв вăхăтĕнчи хăрушсăрлăхсене аса илнĕ"Журавушка" ача садӗнче çурхи шыв вăхăтĕнчи хăрушсăрлăхсене аса илнĕ
"Журавушка" ача садӗнче çурхи шыв вăхăтĕнчи хăрушсăрлăхсене аса илнĕ

Пишпÿлекри "Журавушка" ача сачӗн шкула хатӗрленекен "Бабочки" ушкăнта ҫуркунне юханшывра тата вӗсемпе юнашар, пӑр ҫинче хӑвна мӗнле тытмалли правилӑсене халалланӑ заняти иртнӗ. Ачасем хӑрушсӑрлӑхӑн пысӑк аспекчӗсемпе паллашнӑ, çавӑнпа та Д.Д. Нугуманова воспитатель вӗсене ҫурхи ҫӳхе пӑр ҫине тухма питӗ хӑрушӑ пулни ҫинчен аса илтернӗ. Çитĕннĕ çынсемсӗр шыв патĕнче выляма юрамасть, мӗншӗн тесен ку пысӑк инкек патне илсе ҫитерме пултарать.
Заняти шайӗнче "Çурхи тапхӑрта юханшыв патĕнче хӑвна мӗнле тытмалла" тата "Хӑрушсӑрлӑх правилисем" темӑсене сӳтсе явнӑ. Ҫавӑн пекех ашшӗ-амӑшӗсем валли профилактика енӗпе усӑллӑ материалсемпе памяткăсем хатĕрленĕ, вĕсене "Çурхи шыв тапхӑрӗнче пӑр ҫинчи хӑрушсӑрлӑх мерисем", "Çурхи пӑр хӑрушлӑхӗсем" темӑсене кӗртнĕ.
Ҫавӑн пек мероприятисене пула ачасен пӑр ҫинчи хӑрушсӑрлӑх мерисем ҫинчен пӗлӳ шайӗ самаях пысӑкланать. Хӑйсене мӗнле тытмалли правилӑсем ҫинчен пӗлни ачасене хӑрушӑ лару-тӑруран хӑтӑлма тата ҫуркуннехи уҫӑлса ҫӳрессине хӑрушсӑртарах та кӑмӑллӑ тума пулӑшасса шанатпӑр.


Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Журавушка" ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club210640710

 

 

"Журавушка" ача садӗнче çурхи шыв вăхăтĕнчи хăрушсăрлăхсене аса илнĕ
"Журавушка" ача садӗнче çурхи шыв вăхăтĕнчи хăрушсăрлăхсене аса илнĕ
"Журавушка" ача садӗнче çурхи шыв вăхăтĕнчи хăрушсăрлăхсене аса илнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас