Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Хăрушсăрлăх
17 Апрелӗн 2025, 05:57

Пушар тапхӑрӗнчи хӑрушсӑрлӑх мерисем ҫинчен

ҪУРХИ-ҪУЛЛАХИ ПУШАР ХӐРУШСӐРЛӐХӖН ПРАВИЛИСЕНЕ ПĂХĂНӐР!

Пушар тапхӑрӗнчи хӑрушсӑрлӑх мерисем ҫинченПушар тапхӑрӗнчи хӑрушсӑрлӑх мерисем ҫинчен
Пушар тапхӑрӗнчи хӑрушсӑрлӑх мерисем ҫинчен

ҪУРХИ-ҪУЛЛАХИ ПУШАР ХӐРУШСӐРЛӐХӖН ПРАВИЛИСЕНЕ ПĂХĂНӐР!

Вӑрманти пушарсем ҫутҫанталӑкшӑн та, локализаци пысӑк хӑвӑртлӑхӗпе кӑткӑслӑхне пула та пысӑк хӑрушлӑх пулса тӑраҫҫӗ. Ҫуннă фактсенчен нумайӑшӗ ҫынсене пула, ҫав шутра пушар хӑрушсӑрлӑхӗн палӑртнӑ правилисене пӑхӑнманнипе пуҫланса каяççĕ. Типӗ ӳсен-тӑран, пăхмасăр хăварнă кӑвайт, сӳнтермен сигареа е ӑнсӑртран пӑрахса хӑварнӑ шӑрпӑк - ҫӑмӑллӑнах вут-çулăм хыпса илме пултарать.

Пушара хирӗҫле режим тапхӑрӗнче:

- ятарлӑ транспортсӑр пуҫне вӑрмана ҫӳреме тата кӗме чараҫҫӗ;
- поселени территорийӗсенче кӑвайт чӗртме чараҫҫӗ;
- вӑрмансемпе вӑрмансем ҫумĕнчи çĕрсем çинче, хÿтлĕх тата вăрман насажденисенче, пушара хирӗҫ минерализациленӗ 0,5 метртан кая мар сарлакӑш йӑрӑмпа алса тухман çĕрте ҫапӑ, вӑрмана сарнӑ типĕ çулçăсене, типӗ курӑка тата вӑрманти ҫунакан ытти материалсене ҫунтарма чараҫҫӗ;
- йӑла, строительство, промышленность тата ытти каяшсемпе ҫӳп-ҫапа ҫунтарса яма, халӑх пурӑнакан вырӑнсенчен турттарса тухнӑ ҫӳп-ҫапа ҫунтарма юрамасть.
https://svetput.ru/news/common_material/2025-04-16/o-merah-bezopasnosti-v-pozharoopasnyy-period-4200270

 

Пушар тапхӑрӗнчи хӑрушсӑрлӑх мерисем ҫинчен
Пушар тапхӑрӗнчи хӑрушсӑрлӑх мерисем ҫинчен
Автор:Марина Иванова
Читайте нас