+28 °С
Пӗлӗтлӗ


Пушкӑртра ачасене мотоциклсемпе квадроцикл рулĕ умӗнче тытса чарнă самантсем нумайланнă.
Пушкӑртра ачасене мотоциклсемпе квадроцикл руль умӗнче тытса чарнă самантсем нумайланнă, — пӗлтерет "Вести Башкортостан". Ҫавна май патшалăх автоинспекцийӗ "Мотоцикл" сроксӑр операци ирттерни ҫинчен пӗлтернӗ, ҫав операци шайӗнче икӗ кустӑрмаллӑ транспорт хатӗрӗсен тата квадроцикл водителӗсене сезонӗпех тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ.