Ҫуллахи каникул умӗн Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта Патшалăх БДД инспекторӗпе, полици лейтенанчӗпе М.В. Вдовинпа тӗлпулу пулнӑ.
Максим Владимирович 5-11-мĕш классенче вӗренекенсене республика территорийӗнче ачасем хутшӑннипе ДТП статистикипе паллаштарнă, ҫул-йӗрпе транспорт инкекӗсен тӗп сӑлтавӗсене палӑртнă. Тӗлпулу вӑхӑтӗнче ГИБДД инспекторĕ вӗренекенсене ҫул ҫинче, ҫуран çÿремелли ҫул çинче тата общество транспорчӗсенче хӑйсене мӗнле тӗрӗс тытмалли ҫинчен, автотранспорт хатӗрӗсене тытса чармалли тата вӗсемпе усӑ курмалли ҫинчен каласа панӑ. Инспектор наушниксемпе музыкӑпа тата мобильлĕ телефонпа ҫул урлă иртнĕ чухне усӑ курма юраманнине палӑртнă. Инспектор ачасемпе велосипедпа ҫӳремелли правилӑсене сӳтсе явнӑ та мопедсемпе, мотоциклсемпе ҫул ҫитмен ачасем руль тытса пынӑшӑн яваплӑ пулнине аса илтернӗ.
Тӗлпулу вӗҫӗнче Максим Владимирович ачасене ҫуллахи каникула тимлӗ те асӑрхануллӑ ирттерме суннă.
Ҫавӑн пек профилактика мероприятийӗсене ачасемпе калаҫнӑ май ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗ ҫинчен шкул ачисене ытларах астутарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ.
#Бижбуляк2школа
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.