Çутă çул
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
28 Майӑн 2025, 11:40

Мопед пурнӑҫшӑн хӑрушлăх кăларса тăратать

Ҫула ҫитменнисемшĕн административлӑ яваплӑха пӑснӑшӑн ашшӗ-амӑшӗсем явап тытаҫҫӗ.

Мопед пурнӑҫшӑн хӑрушлăх кăларса тăратать
Мопед пурнӑҫшӑн хӑрушлăх кăларса тăратать

Калинин ял Совечĕ Усак-Кичури вăтам шкулти класс ертÿçисемпе тата ҫамрӑксемпе ĕçлекен специалистпа А.Д. Зиганшинапа ҫуллахи каникул пуҫланас умӗн ачасен ҫул-йӗрпе транспорт травматизмне асӑрхаттарас тӗллевпе «Мопед пурнӑҫшӑн хӑрушлăх кăларса тăратать» класс сехечĕсем ирттернĕ. Каникул пуҫлансан ҫулсем ҫинче икӗ кустӑрмаллӑ транспорт ытларах та ытларах курăнма пуçлать. Велосипед, мопед е питбайксем. Вӗсен водителӗсем, тӗпрен илсен, хӑрушлӑхра тӑракан ҫул ҫитмен ҫамрӑксем.

Ҫула ҫитменнисемшĕн административлӑ яваплӑха пӑснӑшӑн ашшӗ-амӑшӗсем явап тытаҫҫӗ. Материалсене ҫул ҫитмен ачасен ӗҫӗсен комиссине пӑхса тухма яраҫҫӗ, ачасене ҫул ҫитмен ачасен ӗҫӗсен инспекцинче шута илеççĕ. Мототехника хуҫине права çук транспорт водительне транспорта панăшăн явап тыттараççĕ. Мототехника хурал тӑракан вырӑна эвакуаципе каять.

Астӑвӑр, мопед е квадроцикл руль тытса пыракан ача хӑйне ҫеҫ мар, ҫул-йӗр юхӑмне хутшӑнакансене те хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерет.
#БижбулякскийРайон

#ПДД

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен «Вектор» центрĕн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club43415916?from=groups

 

Мопед пурнӑҫшӑн хӑрушлăх кăларса тăратать
Мопед пурнӑҫшӑн хӑрушлăх кăларса тăратать
Мопед пурнӑҫшӑн хӑрушлăх кăларса тăратать
Мопед пурнӑҫшӑн хӑрушлăх кăларса тăратать
Мопед пурнӑҫшӑн хӑрушлăх кăларса тăратать
Автор: Марина Иванова
Читайте нас