Çутă çул
+28 °С
Облачно
Хăрушсăрлăх
5 Июня 2025, 05:53

Путина Брянскпа Курск облаҫӗсенчи терактсене тӗпчени ҫинчен пӗлтернĕ

  #владимирпутин

Путина Брянскпа Курск облаҫӗсенчи терактсене тӗпчени ҫинчен  пӗлтернĕПутина Брянскпа Курск облаҫӗсенчи терактсене тӗпчени ҫинчен  пӗлтернĕ
Путина Брянскпа Курск облаҫӗсенчи терактсене тӗпчени ҫинчен пӗлтернĕ
 
#владимирпутин
Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин июнӗн 4-мӗшӗнче правительство членӗсемпе канашланӑ май РФ Следстви комитечӗн председательне Александр Бастрыкина Брянскпа Курск облаҫӗсенчи терактсене тӗпчесе пӗлнин результачӗсем ҫинчен пӗлтерме ыйтнӑ.
«Брянскпа Курск облаҫӗсенче ЖД инфратытӑм  объекчӗсенче виҫӗ теракт ҫинчен виҫӗ уголовлӑ ӗҫе тӗпчесе уçнă. Ҫак терактсене пула пассажирсемпе груз турттармалли поездсем ҫӗмӗрӗлнӗ», - пӗлтернӗ Бастрыкин.
 
Вӑл ҫапла хушса хунă: следовательсем Брянск облаҫӗнчи кӗпер ишӗлсе аннӑ вырӑнта виҫӗ взрыв хатӗрне ăçта вырнаçтарнине тупнă. Кунсӑр пуҫне вӑл теракт валли ют ҫӗршыв производствин взрывчаткипе усă курнине, Украина управленийӗн блокӗпе усӑ курнине палӑртнă.
«Ҫапла вара, следстви пухнӑ доказательствӑсем виҫӗ теракта та Украина специалисчӗсем организациленине тӳрех кӑтартса параҫҫӗ. Теракта пурнӑҫлакансене тата организаторсене тупма тӗпчев малалла пырать», - вӗҫленӗ Бастрыкин.
Сӑнӳкерчӗкĕ:
http://static.kremlin.ru/media/events/photos/
 
 
 
Путина Брянскпа Курск облаҫӗсенчи терактсене тӗпчени ҫинчен  пӗлтернĕ
Путина Брянскпа Курск облаҫӗсенчи терактсене тӗпчени ҫинчен пӗлтернĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас