Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
10 Июнӗн , 11:26

Ҫамрӑк ҫуран ҫынсене ачаранпах ҫул-йӗр лару-тӑрӑвне хатӗрлемелле

Пишпÿлекри "Журавушка" ача садĕнче ачасене ҫул-йӗр азбукине тата урамсенче хӑрушсӑрлӑх правилисене вӗрентес енӗпе тӑтӑшах ӗҫлеҫҫӗ.

Ҫамрӑк ҫуран ҫынсене ачаранпах ҫул-йӗр лару-тӑрӑвне хатӗрлемелле
Ҫамрӑк ҫуран ҫынсене ачаранпах ҫул-йӗр лару-тӑрӑвне хатӗрлемелле

Ҫул хӗррипе

Ҫул паллисем тӑраҫҫӗ.

Эпир ҫирӗп пурнӑҫлатпӑр,

Вӗсем пире мӗн хушнине пурне те.

Ҫул ҫинче хӑрушлӑх нумай пулни вӑрттӑнлӑх мар. Транспорт хатӗрӗсен интенсивлӑ юхӑмӗн условийӗсенче урамсемпе ҫулсем тӑрӑх ачасемпе инкек-синкек нумай пулни палӑрать.

Ҫавӑнпа та Пишпÿлекри "Журавушка" ача садĕнче ачасене ҫул-йӗр азбукине тата урамсенче хӑрушсӑрлӑх правилисене вӗрентес енӗпе тӑтӑшах ӗҫлеҫҫӗ. Ҫамрӑк ҫуран ҫынсене ачаранпах ҫул-йӗр лару-тӑрӑвне хатӗрлемелле.

Шкулчченхи аслӑ ҫулсенчи ачасем шкулчченхи учреждени ҫывӑхӗнчи ҫул паллисем патне уҫӑлса çÿреме килнĕ. Уҫӑлса ҫӳренин тӗллевӗ — ял урамӗсенче ҫул паллисем пуррине, ачасем ҫав паллӑсене пӗлнипе пӗлменнине тĕрĕслесси. Урампа иртсе пынӑ чух ачасем ҫул паллисене тимленĕ, вӗсен паллисене каланă. Уҫӑлса ҫӳреме лайӑх кӑна мар, интереслӗ те пулса тухнă.

Ача пиртен, ашшӗ-амӑшӗсенчен тата ытти ҫитӗннĕ çынсенчен тӗслӗх илсе урам законӗсене вӗреннине пирӗн аслисен асра тытмалла. Пирӗн ачасемшӗн тӗслӗх пулса тӑмалла.

#yuidbashkortostan, #minobrnauki_rb, #gibdd_rb, #ЯратамПДД

Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлекри «Журавушка» ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club210640710

 

 

 

Ҫамрӑк ҫуран ҫынсене ачаранпах ҫул-йӗр лару-тӑрӑвне хатӗрлемелле
Ҫамрӑк ҫуран ҫынсене ачаранпах ҫул-йӗр лару-тӑрӑвне хатӗрлемелле
Автор: Марина Иванова
Тегсем: аса сачĕпдд
Читайте нас