Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
16 Июнӗн , 10:37

«Тимлӗр, ачасем!» профилактика акции шайĕнче

 «Дюймовочка» ача сачӗн тĕрлĕ çулхи ачасен ушкăнĕнче ҫул-йӗрпе транспорт травматизмне профилактикӑна кӗртме, урамра тата ҫул ҫинче ачасем хӑйсене мӗнле тытмалли правилӑсене пӗлмелли мероприятисем ирттернĕ.

«Тимлӗр, ачасем!» профилактика акции шайĕнче
«Тимлӗр, ачасем!» профилактика акции шайĕнче

 «Тимлӗр, ачасем!» профилактика акцийĕ ирттернӗ шайра «Дюймовочка» ача сачӗн тĕрлĕ çулхи ачасен ушкăнĕнче ҫул-йӗрпе транспорт травматизмне профилактикӑна кӗртме, урамра тата ҫул ҫинче ачасем хӑйсене мӗнле тытмалли правилӑсене пӗлмелли мероприятисем ирттернĕ.

Кун «Пӗл, ҫул-йӗр правилисене» девизпа иртнӗ, унта ачасем вӑйӑ тата хускану формипе ҫул-йӗр правилисем ҫинчен пӗлнине тата ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑха хӑнӑхнине ҫирӗплетнĕ.

Воспитательсем «Çул-йӗр правилисене мӗнле тытса пымаллине пӗлес килет пирӗн!», «Ҫул ҫинчи хӑрушлӑх» темӑсемпе калаҫусем ирттернӗ. Тата ачасемпе «Мӗнле транспорт пулни», «Аннепе урам урлӑ мӗнле тӗрӗс каҫмалла», «Çул паллисем мӗн тума кирлӗ», «Светофор кирлӗ-и?» калаçусем пулнă.

Ачасем тата «Эпӗ шофер», «Автобус», «Светофор ÿкер» вӑйӑсем вылянă.

#minobrnauki_rb, #gibdd_rb , #yuidbashkortostan, #яратамПДД
#ПроектМирБезОпасности

Сăнÿкерчĕкĕсем: «Дюймовочка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club210640610

 

 

«Тимлӗр, ачасем!» профилактика акции шайĕнче
«Тимлӗр, ачасем!» профилактика акции шайĕнче
«Тимлӗр, ачасем!» профилактика акции шайĕнче
Автор: Марина Иванова
Тегсем: ача сачĕпдд
Читайте нас