

Пишпÿлекри ача-пӑча библиотекин библиотекарӗсем Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачĕн шкул ҫулне ҫитмен «Почемучка», «Затейники» тата «Гномики» ушкӑнсенчи ачисем валли «ПДД пӑхӑнсан — инкеке лекмӗн!» пӗлӳпе вӑйӑ программи ирттернӗ. Мероприятин пӗрремӗш пайӗнче ачасем библиотекарь ҫул-йӗр паллисемпе ҫул-йӗр правилисем ҫинчен, правилӑсене мӗншӗн пӗлмеллине, пӑхӑнмаллине каласа панине пысӑк тимлӗхпе итленĕ. Малалла вӗсем тупмалли юмахсен тупсӑмӗсене тупнă, «Автомульти» викторина ыйтӑвӗсене хуравланă, «Паллăсене туп» тата «Ирӗк параҫҫӗ — памаҫҫӗ» вӑйӑсем вылянă.
Мероприятин иккӗмӗш пайӗнче «Пирӗн шанчӑклӑ тус» ӑсталӑх класӗ ирттернĕ. Ачасем тӗрлӗ тӗслӗ хутран светофор ӑсталанă. Вара ҫул-йӗр хатӗрӗн тӗсӗсен пӗлтерӗшӗсене аса илнĕ, ҫуран ҫӳрекенсен хӑрушсӑрлӑхӗн тӗп правилисем ҫинчен пӗлнĕ.
Мероприяти вӗҫӗнче ачасем ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнмалла тесе пӗтӗмлетӳ тунă, мӗншӗн тесен ҫак правилăсем пирĕн пурнӑҫа сыхласа хӑвараҫҫӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.