

Пушкӑртстанра пӗр талӑкра 55 ӳсӗр водителе тытса чарнӑ, вӗсенчен иккӗшӗ ӳсӗрле руль умне тепӗр хут ларнӑ. Патшалӑх автоинспекцийӗ ирттернӗ профилактика рейчӗсен пӗтӗмлетӗвӗ ҫапла.
Пурӗ ҫул-йӗр правилине пӑснă 1,2 пин ытла самант тупса палӑртнӑ. Çичĕ водитель машинапа çÿремелли правасăр транспорта тытса пынӑ, 54 водителĕн вара пачах та прависем пулман. Ҫавӑн пекех правилӑсемпе чарнӑ вырăнсенче хирӗҫ ҫул ҫине тухнин 36 тĕсне палӑртнӑ, ку пысӑк хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. «Не рули, малай!» социаллӑ компани шайӗнче ҫул ҫитмен сакăр ачана транспорта водитель удостоверенийӗсӗр пынӑшăн тытса чарнӑ.