Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Хăрушсăрлăх
22 Июлӗн 2025, 05:40

Кӑнтӑрлахи кану лагерӗнчи кун тулăх иртнĕ

Демскинчи вăтам шкулти «Туслӑх асамат кӗперӗ» кӑнтӑрлахи кану лагерӗнчи кун питӗ интереслӗ те тулăх иртнĕ.

Кӑнтӑрлахи кану лагерӗнчи кун тулăх иртнĕКӑнтӑрлахи кану лагерӗнчи кун тулăх иртнĕ
Кӑнтӑрлахи кану лагерӗнчи кун тулăх иртнĕ

Демскинчи вăтам шкулти «Туслӑх асамат кӗперӗ» кӑнтӑрлахи кану лагерӗнчи кун питӗ интереслӗ те тулăх иртнĕ. Тутлӑ ирхи апат хыҫҫӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекторӗ М.В. Вдовин тата районти вӗрентӳ пайӗн специалисчӗ Ю.С. Низамов ачасемпе «Ҫулла. Хӑрушсӑрлӑх. Каникул» калаçу ирттернĕ. Йӗркене пӑснă чи анлă сарăлнă самантсем ҫинчен каласа панă, велосипед, электросамокат, питбайк, мотоцикл йышши транспортпа тӗрӗс тата ӑҫта хӑрушсӑр ҫӳремеллине тишкернĕ. Ачасем полици машинине алла жезл тытса ларнӑ, хӑйсене ГИБДД инспекторӗ пек кӑтартнӑ интереслӗ самантсем пулнӑ. Ачасем хĕпĕртесе кайнă. М.В. Вдовинпа Ю.С. Низамова пысăк тав.

Куна уҫӑ сывлӑшра выляса вӗҫленĕ.

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Демскинчи вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club201675390

 

Кӑнтӑрлахи кану лагерӗнчи кун тулăх иртнĕ
Кӑнтӑрлахи кану лагерӗнчи кун тулăх иртнĕ
Кӑнтӑрлахи кану лагерӗнчи кун тулăх иртнĕ
Кӑнтӑрлахи кану лагерӗнчи кун тулăх иртнĕ
Кӑнтӑрлахи кану лагерӗнчи кун тулăх иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас