Пушкӑрт тӗп хулинче халӗ водительсене массӑллӑ тӗрӗслеҫҫӗ. Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем водительсене ÿсĕр çÿренине, ачасемпе пассажирсене турттармалли правилӑсене пӑхӑннине тата ҫул-йӗр правилисене пӑснине тӗрӗслеҫҫӗ.
Уфа çыннисене водительсем е ҫуран ҫӳрекенсем ПДД тӳрккес йӗркене пӑсни пирки ПР МВД хӗрӳ линин телефонӗпе пӗлтерме май пуррине аса илтереҫҫӗ: 8 (347) 2793292. Ҫавӑн пекех телеграм-чатра.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Уфари патшалӑх автоинспекцийӗн пресс-служби.