Ҫулла-ачасемшӗн канма, вӑй-хал пухма, ҫӗннине нумай пӗлме питӗ лайӑх май. Аслисен тӗллевӗ вара — ҫак канӑва хӑрушлӑхсӑр, усӑллӑ тата асра юлмалла тӑвасси!
Сухоречкăри ял библиотекинчи «Пӗлӳ вӑйӑ ҫӗршывӗ» ача-пӑча площадкин тепӗр кунӗ «Ăслă каникул: ҫулла инкекрен мӗнле хӑтӑлмалла» девизпа иртнӗ.
Ачасемпе пӗрле ҫуллахи каникулта мӗнле тӗп хӑрушлӑхсем тӗл пулнине пӑхса тухнă. Мӗн пулма пултаракан хӑрушлӑхсем ҫинчен калаҫнă, вӗсенчен мӗнле хӑтӑлмаллине сӳтсе явнă.
Ҫак мероприяти тӗлне вулавӑшра информаци ҫӳлӗкӗ хатӗрленӗ, унта буклетсем тӑратнӑ: «Ачасен пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисем», «Велосипедист правилисем», ашшӗ-амӑшӗсем валли «Ачасене ҫул ҫинче хӑйсене хӑрушлӑхсӑр тытмалли правилӑсене вӗрентмелли», «Асӑрханӑр — газ».
«Ирӗк параҫҫӗ, памаҫҫӗ» вӑйӑра ҫул-йӗрӗн тӗп правилисене аса илнĕ, велосипедпа, самокатпа е роликпа ярӑннӑ чухне сиксе тухма пултаракан хӑрушӑ лару-тӑрӑва тишкернĕ, ҫул-йӗр паллисем пирки тупмалли юмахсен тупсӑмӗсене тупнă. Уйрӑмах урамри хӑрушсӑрлӑха тимлӗх уйӑрнă.
Ачасем ҫул-йӗр правилисене туслӑ сӳтсе явнă, велосипедпа тата роликпа ярӑннӑ чухне сиксе тухма пултаракан лару-тӑру заданийӗсене татса панă.
Шавлӑ та хаваслӑ тупмалли юмахсен тупсӑмӗсене тупнă.
Ҫулла — канмалли вӑхӑт, анчах хӑрушсӑрлӑх пуринчен те малта пулмалла.
#Сухореченскаясельскаябиблиотека
#библиотека #безопасность #дети #лето #каникулы #профилактика
Сăнÿкерчĕкĕсем: Сухоречкăри библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.