Çутă çул
-12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
6 Августӑн 2025, 09:54

Пушкӑртстанра пурӑнакан ҫын ӳсӗр ҫӳренӗшӗн хаклӑ иномаркӑсӑр тӑрса юлнӑ

Кармаскалӑри районсен хушшинчи суд вырӑнти ҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ уголовлӑ ӗҫпе приговор кӑларнӑ.

Пушкӑртстанра пурӑнакан ҫын ӳсӗр ҫӳренӗшӗн хаклӑ иномаркӑсӑр тӑрса юлнӑ
Пушкӑртстанра пурӑнакан ҫын ӳсӗр ҫӳренӗшӗн хаклӑ иномаркӑсӑр тӑрса юлнӑ

Кармаскалӑри районсен хушшинчи суд вырӑнти ҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ уголовлӑ ӗҫпе приговор кӑларнӑ. Арҫын ӳсӗрле автомобильпе ҫӳренӗшӗн айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Маларах ӑна ҫавӑн пеккишӗн явап тыттарнӑ пулнă ӗнтӗ.

ПР прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ, судра палӑртнӑ тӑрӑх, 2025 ҫулхи пуш уйӑхӗнче маларах ӳсӗрле ҫӳренӗшӗн транспорт хатӗрне тытса пыма ирӗк çук арҫын автозапчаҫсен лавккине темиҫе порци эрех-сӑра ӗҫнӗ хыҫҫӑн кайма шутланӑ. Ӑна ДПС ӗҫченӗсем чарнӑ. Тӗрӗслев водитель ӳсӗррине кӑтартнӑ.

Айӑпланакан айӑпне йышӑннӑ. Суд ӑна обязательнӑй ӗҫсем туса 200 сехетлӗхе наказани панӑ, транспорт хатӗрӗсене тытса пырассипе ҫыхӑннӑ ӗҫ-хӗлпе ӗҫлеме ирӗксĕр хăварса икĕ ҫуллӑха айӑпланӑ, ҫавӑн пекех «Тойота Королла» маркӑллӑ автомобиле патшалӑх тупӑшне туртса илнӗ.

Сӑнÿкерчӗкĕ: Ксения Калинина.

https://www.bashinform.ru/news/law/2025-08-05/zhitel-bashkirii-lishilsya-dorogostoyaschey-inomarki-za-pyanuyu-ezdu-4338845

 

 

Пушкӑртстанра пурӑнакан ҫын ӳсӗр ҫӳренӗшӗн хаклӑ иномаркӑсӑр тӑрса юлнӑ
Пушкӑртстанра пурӑнакан ҫын ӳсӗр ҫӳренӗшӗн хаклӑ иномаркӑсӑр тӑрса юлнӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас