Çутă çул
-12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
21 Августӑн 2025, 10:33

Пӗчӗккисем светофорпа паллашаҫҫӗ

Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачӗн пӗчӗккисен ушкӑнӗнче паллӑ пулӑм иртнĕ – пӗлтерӗшлӗ те усӑллӑ хатӗрпе, светофорпа пӗрремӗш хут паллашнă.

Пӗчӗккисем светофорпа паллашаҫҫӗ
Пӗчӗккисем светофорпа паллашаҫҫӗ
 
Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачӗн пӗчӗккисен ушкӑнӗнче паллӑ пулӑм иртнĕ – пӗлтерӗшлӗ те усӑллӑ хатӗрпе, светофорпа пӗрремӗш хут паллашнă. Пӗчӗкскерсем ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн виҫӗ тӗслӗ ҫак символне кӑсӑкланса та тӗлӗнсе пӑхнӑ. Сӑвӑ формипе ачасене кашни тӗсӗн пӗлтерӗшӗ пирки каланӑ: хӗрли – тӑр, сарри – хатӗрлен, симӗсси – утма юрать. Илнӗ пӗлӗве ҫирӗплетес тесе «Светофор» минимакет тума йышӑннӑ. Пултарулӑх ӗҫӗ вӗреме пуҫланă! Пӗчӗк пӳрнесем тӑрӑшса пластилин татӑкӗсене картон никӗс ҫине ҫыпӑҫтарнă. Ача аллисем тунӑ светофорӑн хӗрлӗ, сарӑ тата симӗс ҫутисем ҫутӑ та витӗмлӗ пулнă. Макетсем тунӑ май пӗчӗккисем светофор тӗсӗсене астуса юлнӑ кӑна мар, алӑ моторикине те, хусканусене координацилессине те, пултарулӑх шухӑшлавне те аталантарнӑ. Кашни ача пӗрлехи хайлав тума хӑйӗн тӳпине хывнӑ, хӑйне коллективӑн пӗр пайӗ пек туйнӑ. Хатӗр «Светофорчиксем» ушкӑн пӳлӗмне илем кӳрӗҫ. Халӗ кашни кун хӑйсен ӗҫӗсене пӑхса пӗчӗкскерсем ҫул-йӗр правилисене аса илӗҫ.
 
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.
 
 
 
 
 
Пӗчӗккисем светофорпа паллашаҫҫӗ
Пӗчӗккисем светофорпа паллашаҫҫӗ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас