Аитри Фатих Карим ячӗллӗ вăтам шкулта ҫамрӑксемпе ӗҫлекен специалист Р. К. Латыпова ҫул-йӗр правилисем пирки «Эпӗ ПДД çинчен мĕн пӗлетӗп?» профилактика калаҫӑвӗ ирттернӗ.
Калаҫу вӑхӑтӗнче вӗренекенсене ҫулсем ҫинче, ҫуран каҫмалли вырӑнсенче хӑйсене мӗнле тӗрӗс тытмалли ҫинчен каласа панă.
Аслӑ классенче вӗренекенсемпе мототранспорт ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнас темӑпа калаҫу ирттернĕ. Вӗренекенсене çул-йӗре пӑхӑнманни мӗн патне илсе ҫитерме пултарни ҫинчен каласа панă.
Асӑрханмалли мерӑсене тата ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнни пурнӑҫа упрама пулӑшассине асра тытмалла. Ачасемпе калаҫусем ирттерни, профилактика мероприятийӗсем шкул ачисене ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗ пирки май пур таран асра тытма тӗллев лартнӑ.
#БижбулякскийРайон
#ОсторожноДети
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен «Вектор» центрĕн социаллă сетьри страницинчен.