Ҫулсемпе транспорт - паянхи пурнӑҫ чӑнлӑхӗсем. Пирӗн ачасен автомобиль ҫӳревӗн танлаштарайми пысӑк агрессивлӑхӗпе пурӑнмалла, ҫавӑнпа та вӗсен хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерме кунран-кун йывӑрланса пырать. Шкул ҫулне ҫитмен ачасене ҫул ҫинче хӑйсене хӑрушлӑхсӑр тытма хӑнӑхтарасси питӗ пӗлтерӗшлӗ.
Ҫул-йӗр ҫинче суранланассине профилактика ирттерес тата шкул ҫулне ҫитмен ачасен урамсемпе ҫулсен хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес тӗллевпе Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачӗн «Гномики» кӗҫӗн ушкӑнӗнче Ҫул-йӗр правилисемпе хӑрушсӑрлӑхӑн пӗрлехи кунӗ иртнӗ.
Ачасемпе «Ҫул çинчи хӑрушсӑрлӑх» заняти ирттернĕ. Ҫак заняти воспитанниксен ҫул-йӗр пӗлӗвне ӳстерме, вӗсене ҫул ҫинче хӑйсене хӑрушлӑхсӑр тытмалли правилӑсене вӗрентме тӗллев лартнӑ.
Ачасем патне хӑнана светофор килнӗ, вӑл ачасене ҫул ҫинче хӑйӗн пӗлтерӗшӗ ҫинчен каласа панă, ҫавӑн пекех ачасене светофор сигналӗсемпе тата вӗсен ӗҫӗпе паллаштарнă. Ачасемпе ҫул ҫинчи тӗрлӗ лару-тӑрупа ҫыхӑннӑ ӳкерчӗксене пӑхса тухнă, ҫул-йӗр паллисемпе паллашнă, ҫавӑн пекех «Ӳкерчӗк пуҫтар», «Ҫул паллисем» тӗрлӗ дидактика вӑййисене хаваспах вылянă.
Ҫул-йӗр правилисем тӑрӑх пӗлӗве ҫирӗплетнӗ чухне ачасене теори пӗлӗвӗ ҫителӗксӗр, вӗсен вӗсемпе практикӑра усӑ курмалла. Малалла уҫӑлса ҫӳренӗ чухне «Ҫерҫисемпе автомобиль», «Хӗрлӗ, сарӑ, симӗс» хускануллӑ вӑйӑсем вылянă.
Ҫакӑнпа ҫул-йӗр правилисемпе паллаштарас ӗҫ вӗҫленмест. Вӑл малалла та пырӗ.
#безопасность
#вниманиедети
#УлыбкаБижбуляк
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.