Çутă çул
-12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
22 Сентябрӗн 2025, 10:52

Пишпÿлекри «Улыбка» ача садӗнче пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене аса илнĕ

Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачӗн «Любознайки» аслӑ ушкӑнӗнче пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисем тӑрӑх теори тата практика вӗрентӗвӗсем иртнĕ.

Йӗркеленӗ мероприятин тӗп тӗллевӗ — ачасене пушар хӑрушсӑрлӑхӗн тӗп принципӗсене вӗрентесси, вӗсенче васкавлӑ лару-тӑрура мӗн хуравламаллине аталантарасси тата пулма пултаракан хӑрушлӑхсем ҫинчен пӗлӗвне ӳстересси пулнă.

Заняти вӑйӑ евӗр иртнӗ, ҫакӑ информацие лайӑхрах ӑнланма пулӑшнă, вӗрентӳ процесне илӗртӳллӗ тунă.

Хӑрушӑ лару-тӑру сиксе тухсан хӑйсене мӗнле тытмалли правилӑсене уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. Ачасем васкавлӑ службӑсене мӗнле тӗрӗс чӗнмеллине, пушар щичӗ мӗн иккенне, ҫавӑн пекех тӗтӗм е вут курсан мӗн тумаллине пӗлнĕ.

Ачасем пушар тухсан мӗн тумаллине кӑтартса панӑ мини-ролик ӳкерӗвӗн геройӗсем пулса тӑнӑшӑн савӑннă.

#деньзаднем
#безопасность
#УлыбкаБижбуляк

Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/public218299771

Пишпÿлекри «Улыбка» ача садӗнче пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене аса илнĕ
Пишпÿлекри «Улыбка» ача садӗнче пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене аса илнĕ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас