Пӗтӗм Раҫҫейри «Пӗрремӗш пулӑшу» проектпа килӗшӳллӗн Пелепейри механизаципе электрификаци колледжĕн Пишпÿлекри филиалӗн Пĕрремĕшсен уйрӑмӗн никӗсӗ ҫинче пӗрремӗш пулӑшу парассипе мастер-класс иртнӗ. Чĕннĕ хӑна СВОна хутшăнакан пулнă, вӑл хӑйӗн опычӗпе студентсене паллаштарма пултарнă.
Тӗлпулу вӑхӑтӗнче Пӗрремӗшсем:
пӗрремӗш пулӑшу памалли никӗссем; чӗрепе ӳпке реанимацийӗ парас хӑнӑхусем ҫинчен; турникет жгучӗпе мӗнле ӗҫлемеллине; васкавлӑ пулӑшӑва чӗнмелли тӗп правилӑсем ҫинчен пӗлме пултарнă.
Студентсем кашни яваплӑ гражданинӑн пӗлмелли хӑнӑхусене илнӗ, мӗншӗн тесен шӑпах ҫак пӗлӳ такамӑн пурнӑҫне ҫӑлма пултарать-ҫке. Эсӗ те йышӑн!
Пӗрремӗш пулӑшу парассипе видео-курс ирт: projects.pervye.ru/projects/f...
#ПервыеПомогают
#ДвижениеПервыхРБ
#ДвижениеПервыхБижбуляк
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек районĕнчи Пĕрремĕшсен юхăмĕн социаллă сетьри страницинчен.