Пишпÿлекри 3-мӗш шкулти 10 класра вӗренекенсемпе пӗрремӗш медицина пулӑшӑвӗ парас енӗпе заняти ирттернӗ. Заняти вӑхӑтӗнче ачасем теори енӗпе тӗп пӗлӳ илсе практика хӑнӑхӑвӗсене туптанӑ: шар курнин сывлӑхне тӗрӗсленӗ, юн юхнине чарнӑ, чӗрепе ӳпке реанимацийӗ, ҫыхӑсене тӗрӗс хунӑ тата хуҫӑлсан иммобилизаци тунӑ.
Уйрӑмах васкавлӑ лару-тӑрура тумалли ӗҫсен алгоритмӗсене тата пулӑшу кӳрекенӗн хӑрушсӑрлӑхне тишкернӗ. Ҫавӑн пекех чӑн-чӑн тӗслӗхсене хӑнӑхтармалли имитаци ирттернӗ, ҫакӑ вӗренекенсен пултарулӑхне ҫирӗплетме, шанӑҫне ӳстерме пулӑшнӑ.
Ҫакӑн пек практика занятийӗ шкул ачисен пурнӑҫне ҫӑлас тата чрезвычайлӑ лару-тӑрура хӑвӑрт хуравлама хатӗр чи кирлӗ хӑнӑхусене йӗркелеме пулӑшать.
#МОБУСОШ3
#ПерваяМедицинскаяПомощь
#СоветникДиректора
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.