Çутă çул
+5 °С
Облачно
Хăрушсăрлăх
14 Октября 2025, 05:34

Шкулта вĕренекенсем газпа усă курмалли правилăсене аса илнĕ

Пишпÿлекри 1-мӗш вăтам шкулти 5-7-мӗш классенче вӗренекенсем газ службин ӗҫченӗсемпе А.Г. Иванов мастерпа тата Т.В. Азангулова инженерпа тĕл пулнă.

Добавить в предпочтительные источники Google
Шкулта вĕренекенсем газпа усă курмалли правилăсене аса илнĕШкулта вĕренекенсем газпа усă курмалли правилăсене аса илнĕ
Шкулта вĕренекенсем газпа усă курмалли правилăсене аса илнĕ

Пишпÿлекри 1-мӗш вăтам шкулти 5-7-мӗш классенче вӗренекенсем газ службин ӗҫченӗсемпе А.Г. Иванов мастерпа тата Т.В. Азангулова инженерпа тĕл пулнă.

Тӗлпулу вӑхӑтӗнче газ службин представителӗсем газпа усӑ курмалли правилӑсем пирки калаҫу ирттернӗ. Тӗлпулӑвӑн тӗп тӗллевӗ — ачасем килте газ оборудованийӗпе усӑ курнӑ чухне хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнмаллине пӗлтересси. Алексей Георгиевич ачасене юрӑхлӑ формӑпа газпа усӑ курмалли правилӑсем ҫинчен, газ шӑршине сиссен мӗн-мӗн тумаллине, газ горелкине мӗнле тӗрӗс чӗртмеллине каласа панӑ. Газпа наркӑмӑшланнин пӗрремӗш паллисем пирки каласа кӑтартнă: ҫын сывланӑ чухне ӑна туймасть, ҫавӑнпа наркӑмӑшланни сисӗнмесӗрех пулать. Малтанхи паллӑсем — пуҫ ыратни, пуҫ ҫаврӑнни, хӑлха шавлани, кӑмӑл пӑтранни, шӑнӑр туртни пулма пултарать.

Тӗлпулу пирки асăнмалăх газ службин ӗҫченӗсем шкул ачисене плакат-памяткӑсем парнеленĕ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мӗш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club210652587

 

Шкулта вĕренекенсем газпа усă курмалли правилăсене аса илнĕ
Шкулта вĕренекенсем газпа усă курмалли правилăсене аса илнĕ
Шкулта вĕренекенсем газпа усă курмалли правилăсене аса илнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас