Пишпÿлекри 1-мӗш вăтам шкула Пишпÿлекри пушар чаҫӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ А. Денисламов килсе курнă. Вӑл 5-6-мӗш классенче вӗренекенсем валли пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхӗн тата пушар хӑрушсӑрлӑхӗн никӗсӗсем пирки уҫӑ урок ирттернӗ.
А. Денисламов ачасене пушарпа чрезвычайлӑ лару-тӑру сиксе тухасран мӗнле хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑнмаллине, пушар тата ЧС пулсан хӑйсене мӗнле тытмаллине каласа панă. Ачасене васкавлӑ службӑсене шӑнкӑравламалли телефон номерӗсене те аса илтернӗ. Тата, паллах, пушарнӑйӑн паттӑрла профессийӗ ҫинчен, вӗсен ҫӑмӑл мар ӗҫ кунӗсем ҫинчен каласа панă. Калаҫу вӑхӑтӗнче шкул ачисем пур ыйтӑвӗ ҫине те тулли хуравсем панă. Ачасем пушар хуралӗн ӗҫченне тав тунӑ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мӗш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public210652587