Республикӑра ӳсӗр кĕвĕн транспорта тытса пырассине чарас тӗллевпе «Урӑ водитель» пысӑк профилактика мероприятийӗ малалла пырать.
Иртнӗ талӑкра Пушкӑртстанри патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем автомашинӑна ӳсӗрле тытса пынин 30 тĕсне тупса палӑртнӑ.
ГИБДДра палӑртнӑ тӑрӑх, канмалли кунсенче ҫакнашкал йӗркене пӑсакансен шучӗ ӳсни йӑлана кӗнӗ ĕнтĕ. Вӗсене асӑрхаттарас тесе инспекторсем службӑна вӑйлатнӑ режимпа илсе пыраҫҫӗ.
Ведомство граждансене айккинче юлма хушмасть. Урӑ мар ҫын руль умне ларнине куртӑр пулсан ҫакна «шанӑҫ телефонӗпе» пӗлтерӗр: 8 (347) 279-32-92.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Розалия Хисаева / fotobank02.ru.