Çутă çул
-12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
12 Кӑрлач , 10:57

Шкул ачисем çул-йĕр правилисене аса илнĕ

Калинин ял хутлӑхӗнчи ҫамрӑксемпе ĕçлекен специалист А.Д. Зиганшина Усак-Кичури вăтам шкулта, вӗрентекенсемпе пӗрле «Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗ» темӑпа класс сехечӗ ирттернĕ.

Шкул ачисем çул-йĕр правилисене аса илнĕ
Шкул ачисем çул-йĕр правилисене аса илнĕ

 

Калинин ял хутлӑхӗнчи ҫамрӑксемпе ĕçлекен специалист А.Д. Зиганшина Усак-Кичури вăтам шкулта, вӗрентекенсемпе пӗрле «Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗ» темӑпа класс сехечӗ ирттернĕ. Ҫул-йӗр правилисене пурин те пӗлмелле: автомобилистсен те, урампа çуран ҫӳрекенсен те. Ҫак йӗркесем пире пурне те ҫул ҫинчи хӑрушлӑхсенчен сыхлаҫҫӗ.

Класс сехечӗ вӑхӑтӗнче ачасем ҫул-йӗр правилисемпе тата ҫул-йӗр ҫинчи тата транспортри хӑрушсӑрлӑх правилисемпе пӗлӗве ҫирӗплетнӗ. Тумтир ҫинче ҫутӑ кӑтартакан элемент пурри пӗлтерӗшлине аса илнĕ. Автобус чарӑнӑвӗнче тата обществӑлла транспортра хӑйсене мӗнле тытмаллине тепӗр хут каласа кӑтартнă. Тротуарсем, ҫуран ҫӳремелли каҫӑсем ҫук урамсем тӑрӑх мӗнле тӗрӗс ҫӳремеллине аса илнĕ.

Чи кирлине ӑнланнă — хӑвӑр пурнӑҫа сӑлтавсӑр хӑрушлӑха кӗртмелле мар. Ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнмалла, ҫул ҫинче асӑрхануллӑ пулмалла.

Класс сехечӗ вӗҫленнӗ май, вӗренекенсем документлӑ фильм пӑхнӑ.

#Бижбулякскийрайон
#ПДД

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен «Вектор» центрăн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club43415916?from=groups

 

Шкул ачисем çул-йĕр правилисене аса илнĕ
Шкул ачисем çул-йĕр правилисене аса илнĕ
Шкул ачисем çул-йĕр правилисене аса илнĕ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас