Пишпӳлекри «Умка» ача сачĕн пӗчӗккисен ушкӑнĕнчи ачасем патне хӑнана Маша пукане килнӗ, вӑл уҫӑлса ҫӳрени киленӳ, савӑнӑҫ кӳтӗр тесе хӗлле урамра хӑвна мӗнле тӗрӗс тытмалли пирки каласа кӑтартнӑ. Ӑшӑ тумланмалла, алсишсене хывмалла маррине, юрпа пӑр катӑкӗсене ҫиме юраманнине, ҫавӑн пекех ҫул ҫывӑхӗнчи тӑвайккинчен ярӑнма питӗ хӑрушӑ пулнине палӑртнă.
Заняти вӗҫĕнче ачасем хӗллехи тапхӑрта урамри хӑрушсӑрлăх ҫинчен калакан иллюстрацисене пӑхса тухнă, «Эпир кӑштах ӑшӑнӑпӑр» музыкăллă вӑйă вылянă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлекри «Умка» ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public217412282