Çутă çул
-5 °С
Юр
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
3 Нарӑсӑн , 13:04

«Асӑрханӑр, вут-çулăм!»

«Пирӗн таврари хӑрушсӑрлӑх» тематика эрни шайӗнче Пишпӳлекри «Умка» ача сачӗн «Бараш» ушкӑнра пушар хӑрушсӑрлӑхне халалланӑ кӑсӑклӑ занятисем иртнĕ.

«Асӑрханӑр, вут-çулăм!»
«Асӑрханӑр, вут-çулăм!»

«Пирӗн таврари хӑрушсӑрлӑх» тематика эрни шайӗнче Пишпӳлекри «Умка» ача сачӗн «Бараш» ушкӑнра пушар хӑрушсӑрлӑхне халалланӑ кӑсӑклӑ занятисем иртнĕ. Занятин тӗп тӗллевӗ - ачасене инкекрен сыхлама пулӑшакан тӗп йӗркесемпе усӑ курма май пур тата вӑйӑ мелӗпе паллаштарасси.
Вӑйӑ - чи лайӑх вӗрентекен! Пӗчӗк воспитанниксемшӗн пур пысӑк темӑна та вӑййа ҫавӑраҫҫӗ.
Хальхинче ачасем:
Сӑвăсемпе кӗске калавсемпе (С.Маршак «Кошкин дом», Л. Толстой «Пожарные собаки») шӑрпӑкпа выляма мӗншӗн хӑрушӑ пулни ҫинчен итлесе сӳтсе явнă.
Дидактика вӑййисем вылянă: «Пушарнăйне мӗн кирлӗ?», «Юрать - юрамасть», «Пушарнӑйсене 01/101 телефонпа чӗнтермелле». Пӗчӗк воспитанниксем тетте телефонпа ҫӑлав службин номерне пухма вӗреннӗ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Пишпӳлекри «Умка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public217412282

 

 

«Асӑрханӑр, вут-çулăм!»
«Асӑрханӑр, вут-çулăм!»
Автор: Марина Иванова
Читайте нас