Нефтекамскри Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем Энергетиксен урамӗнчи йӗркене пӑсакана чарнӑ, - пӗлтерет «Красное знамя» хаҫат журналисчӗ.
Инспекторсен тимлӗхне «Шевроле Клан» автомобиль лекнĕ, водителӗ эрех-сӑра ӗҫнин паллине палӑртнӑ. Тӗрӗслев шанманнине ҫирӗплетнӗ: 0,16 мг/л нормӑра прибор 0,720 мг/л кӑтартнӑ.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче 37 ҫулти хула ҫынни ПДД йӗркене сĕмсĕр пӑсаканни пулнине палӑртнӑ. 2025 ҫулхи ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗччен вӑл 76 пин ытла тенкӗлӗх тӳлемен 52 штраф пухнӑ. Халӗ ку сумма ҫумне эрех ӗҫсе ҫӳренӗшӗн 45 пин тенкӗлӗх штраф хушӑнать.
Автомобиле штрафстоянкӑна вырнаҫтарнӑ. Миравай суд арҫынна административлӑ майпа явап тыттарас ыйтӑва пӑхса тухӗ, вӑл, ҫав шутра, арестлеме те палӑртать.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Патшалӑх автоинспекцийӗн видео стоп-кадрӗ.
https://mgazeta.com/news/novosti/2026-02-03/v-neftekamske-zaderzhan-netrezvyy-voditel-s-zadolzhennostyu-po-52-shtrafam-4561678