Февралĕн 10-мӗшӗнче Пишпӳлекри 1-мӗш вăтам шкулти 2 «а» класра вӗренекенсем ҫул-йӗр правилисемпе класс сехетӗнче паллашнă.
Класс ертӳҫи ачасене ҫул ҫинче хӑйсене тытмалли йӗркене пӑхӑннин пӗлтерӗшӗ ҫинчен каласа панă, урам урлă тӗрӗс каҫмаллине, светофорсем мӗн тума кирлине аса илтернӗ.
Заняти вӑхӑтӗнче ачасем тупмалли юмахсене тавҫӑрса илнӗ, ыйтусене хуравланӑ. Уйрӑмах ачасен ҫул-йӗр ҫинчи тӗрӗс паллӑсене палӑртса вӗсен пӗлтерӗшне ӑнлантармалли задани асра юлнă.
Урока пӗтӗмлетнӗ май вӗренекенсем ҫул-йӗр правилисене пӗлни тата пӑхӑнни кашни ҫуран ҫӳрекенпе водителӗн хӑрушсӑрлӑхӗн никӗсӗ пулнине лайӑх астуса юлнӑ.
Заняти хаваслӑ та пӗлӳллӗ иртнӗ, ачасенче ырӑ туйӑмсемпе усӑллӑ пӗлӳ нумай хӑварнă.
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпӳлекри 1-мӗш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club210652587