#владимирпутин
Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин февралĕн 27-мӗшӗнче РФ гражданӗсене, Раҫҫей Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсен харпӑр йышне тата ҫар ҫыннисене Ятарлӑ операци вӑйӗсен кунӗпе саламланӑ.
«Хисеплӗ юлташсем, сире професси уявӗпе, Ятарлӑ операци вӑйӗсен кунӗ ячӗпе саламлатӑп!»- тенӗ вӑл видеосӑнавра.
Путин малта пыракан хӗҫпӑшалпа тивӗҫтернӗ мобильлӗ подразделенисене йӗркелесси XXI ӗмӗрти пысӑк чӗнӳсене хирӗҫ тата Раҫҫей суверенитетне тата хӑрушсӑрлӑхне ҫирӗплетме кирлӗ мера пулнине пӗлтернӗ, ҫак подразделенисен ҫар ҫыннисем Раҫҫей ҫарӗнче кӗске вӑхӑтра малта пыракан позицисене йышӑннипе, тӑван ҫӗршыв спецназӗн йӑли-йӗркине аталантарнипе тата ҫӗнӗ стратегисемпе тактикӑсемпе усӑ курнипе, çапла майпа Хӗҫпӑшаллӑ вӑйсен ҫапӑҫма пултараслӑхне самай вӑйлатнипе тивĕçлипе мухтанма пултарнине каланӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://static.kremlin.
https://iz.ru/2049729/2026-02-27/putin-pozdravil-rossiian-s-dnem-sil-spetcialnykh-operatcii