Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
24 Мартӑн , 11:50

Шкулта «Ҫӳхе пӑр» темӑпа пӗрлехи инструктажсем иртнĕ

Пишпÿлекри 1-мӗш вăтам шкулта 1-11-мӗш классенче вӗренекенсем валли «Ҫӳхе пӑр» темӑпа пӗрлехи инструктажсем иртнĕ.

Шкулта «Ҫӳхе пӑр» темӑпа пӗрлехи инструктажсем иртнĕ
Шкулта «Ҫӳхе пӑр» темӑпа пӗрлехи инструктажсем иртнĕ

Пишпÿлекри 1-мӗш вăтам шкулта 1-11-мӗш классенче вӗренекенсем валли «Ҫӳхе пӑр» темӑпа пӗрлехи инструктажсем иртнĕ. Ҫурхи тапхӑр пуҫлансан пӑр ҫине тухас хӑрушлӑх питĕ ӳсет, пирӗн тӗллев — пулма пултаракан трагедисенчен асӑрхаттарасси.

Калаҫусем вӑхӑтӗнче класс ертӳҫисем ачасене аса илтернĕ:

- ҫурхи тапхӑрта шыв-шурсенче хӑйсене мӗнле тытмалли правилӑсене;

- пӑр черченлӗхӗн паллисене;

- пӑр айне путас пулсан мен тумаллин алгоритмне;

- шар курнисене пулӑшу памалли мелсене.

Пӑр ҫине пӗччен тата кирлӗ мар ҫӗртенех тухма юраманнине уйрӑмах тимлӗх уйӑрнă. Пуҫламӑш классенче вӗренекенсем тематика видеороликӗсене пӑхса тухнă, аслӑ классенче вӗренекенсем чӑн лару-тӑрӑва тишкернĕ.

Хисеплӗ атте-аннесем! Канмалли кунсенче ачасен канӑвне тӗрӗслессине вӑйлатма ыйтатпӑр. Вӗсене ҫӳхе пӑр хӑрушлӑхӗ пирки аса илтерӗр. Хӑвӑра та, ҫывӑх ҫыннӑрсене те упрӑр!

#ТонкийЛед #БезопасностьДетей #Профилактика #НашаШкола

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мӗш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/public210652587

 

 

 

 

 

Шкулта «Ҫӳхе пӑр» темӑпа пӗрлехи инструктажсем иртнĕ
Шкулта «Ҫӳхе пӑр» темӑпа пӗрлехи инструктажсем иртнĕ
Шкулта «Ҫӳхе пӑр» темӑпа пӗрлехи инструктажсем иртнĕ
Шкулта «Ҫӳхе пӑр» темӑпа пӗрлехи инструктажсем иртнĕ
Шкулта «Ҫӳхе пӑр» темӑпа пӗрлехи инструктажсем иртнĕ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас