Çутă çул
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
26 Мартӑн , 10:49

Ача садĕнче чи пĕчĕккисем огнетушительпе паллашнă

Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачӗн пӗчӗк ӳсӗмри ушкӑнра «Огнетушительпе паллашни» темӑпа питӗ кирлӗ те пӗлӳллĕ заняти иртнӗ.

Мероприятие Анастасия Вячеславовна Исаева воспитатель пӗчӗккисен пушар хӑрушсӑрлӑхӗн никӗсӗсене йӗркелес ӗҫ шайӗнче ирттернӗ.
Ачасем огнетушитель мӗн иккенне, вӑл мӗн тума кирлине юрӑхлӑ та илӗртӳллӗ формӑпа пӗлнĕ. Анастасия Вячеславовна ачасене чӑн-чӑн огнетушитель кӑтартнă, унӑн тӗллевне ӑнлантарнă: ку хатӗр пушарнӑйсем киличченех вут-ҫулӑма чи малтан сӳнтерме пулӑшать.
Пӗчӗкисем хатӗр сӑн-сӑпатне питӗ кӑсӑкланса тишкернӗ:
унӑн ҫутӑ хӗрлӗ тӗсне асӑрханă, формӑпа шланга тӗпченĕ, шалта вут-ҫулӑма «ҫӗнтерме» пулӑшакан ятарлӑ кӑпӑк е порошок пуррине пӗлнĕ.
Воспитательпе пӗрле ачасем тӗп правилӑсене аса илнĕ:
Шӑрпӑк - тетте мар!
Вут-çулăм куртӑр пулсан, тӳрех аслисене чӗнмелле!
Пушар тухсан «101» телефонпа шӑнкӑравласа адреса пӗлтермелле.
Ҫакӑн пек занятисем пирӗн ачасене мӗн пĕчĕкрен тимлӗ те асӑрхануллӑ пулма пулӑшаҫҫӗ!

#деньзаднем
#УлыбкаБижбуляк

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public218299771

Ача садĕнче чи пĕчĕккисем огнетушительпе паллашнă
Ача садĕнче чи пĕчĕккисем огнетушительпе паллашнă
Ача садĕнче чи пĕчĕккисем огнетушительпе паллашнă
Ача садĕнче чи пĕчĕккисем огнетушительпе паллашнă
Автор: Марина Иванова
Читайте нас